Республикӑра пурӑнакансене, Асӑнупа мухтав ҫулталӑкӗнче мероприятисем ирттерессине пысӑк тӳпе хывнӑшăн, наградӑсем парса чысланă

Жителям республики, внесшим вклад в проведение мероприятий в Год памяти и славы, вручили награды

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче  сумлă ентешсене награ-дăсем парса чысланă. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене хастар хутшăннисене Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинӑн Тав ҫырăвĕсемпе чысланă. Пысӑк хисепе «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем»  Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн штаб председателĕ Анастасия Кутузова, Чăваш наци музейĕн ĕҫченĕ Людмила Жестянкина, ветерансен республикăри клиника госпиталĕнче врач-гериатор пулса ĕҫлекен Нина Сидорова, халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Лариса Гайдаш тивĕҫнӗ.  Наградӑсене вӗсене паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче парса чысланă, унпа пĕрле савӑнӑҫлӑ церемоние Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та  хутшӑннă. 

«Иртнĕ ҫул кăшăл вирус чирне пăхмасăрах  республикăра видео мелĕпе сахал мар мероприяти йĕркелесе ирттернĕ,  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине анлăн паллă тунă.  Эсир ҫак асăннă мероприятисенче хăвăрăн ăсталăха кăтартса пама пултартăр. Халăхпа тăтăшах мероприятисем ирттернĕ.  Ҫынсем сирĕн ĕҫсене пысăка хурса хаклаҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Вăл сумлă ентешсене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. «Кăҫал Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫри паттăрлăхне халалланă ҫулталăка паллӑ тӑватпӑр, апла пулсан, эсир ҫак пулăма та хастар хутшăнасса шанатӑп», - тесе сăмаха пӗтӗмлетнӗ регион Пуҫлăхĕ. 

 

Фоторепортаж



19 апреля 2021
12:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter