"Ҫамрӑксене Чӑваш Енри аслă шкулсене епле явӑҫтарасси" ятлă темăпа стратегилле сесси пулнӑ

Состоялась стратегическая сессия «Как привлечь молодежь в вузы Чувашии»Ҫамрăксене епле Чăваш Республикинчи аслă шкулсене явăҫтарас темăпа ирттернĕ уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Палăртнă сессине И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем, аслă шкулсен ертӳҫисем, тĕрлĕ экспертсем, ĕҫпе тивĕҫтерекен организацисенче тăрăшакансем хутшăннă. Вĕсем ачасене аслă шкулсене, регион экономикине вăй илтерес ĕҫе те ҫамрăк яш-кĕрĕме ытларах та ытларах явăҫтарасси пирки калаҫнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче аслă шкулсенче пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăлармалли пирки чарăнса тăнă.   Сăмах май, аслă шкулсемпе предприятисене, организацисене, влаҫ органĕсенче тăрăшакансене пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине те каланă.

«Кадрсем пĕтĕмпех татса параҫҫĕ.  Региона аталантарасси те вĕсемпех пĕтĕмпех ҫыхăннă», - тесе каланă Олег Николаев.   

Ҫĕршывшăн юрăхлă та конкурентлă пулас тесен, кулленех ăс-тăн тĕнчине пуянлатса пымалла, вĕрентекенсен те тарăн пĕлӳ илме талпăнмалла. Паянхи пурнăҫпа тан утас тесессĕн, ҫак ыйтусем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмаллине каланă мероприятине пухăннисем.  Вĕренӳ - тĕп пуянлăх, ҫын пысăк тавра курăмлă пулсан, ĕҫе те вырнаҫма меллĕ, ăна пысăка хурса хаклаҫҫĕ.

«Пирĕн тĕп тĕллев – мĕнпур ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, ҫамрăксене вĕренме хăтлă условисем йĕркелесе парасси. Мĕнпур сферăпа тачă ҫыхăнса тăмалла, май килнĕ таран пĕр-пĕрне витĕм кӳме тăрăшмалла», - тесе хушса хунă Олег Николаев. Енчен те ҫитĕнекен яш-кĕрĕм аслă пĕлӳ илме ҫул тытать пулсан, вĕсен пуласлăхĕ те пысăк пуласси куҫ кĕретех пулĕ.   «Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пырас тĕлĕшпе, Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри тейĕпĕр.  Регион наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелесе пырассипе те ыттисемшĕн тĕслĕхре. Апла пулсан, ӳлĕмрен те ку кăтартусене ҫӳллĕ шайра тытса пыма тăрăшмалла, паха кадрсем йĕркелес ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.      

Фоторепортаж



19 апреля 2021
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter