Çынсем сунар правилисене пăсаççĕ

Чĕр чунсене хӳтĕлес, ĕрчеме условисем йĕркелес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Хомченко каласа пачĕ.

Республикăра сунар лаптăкĕсем 1,6 пине яхăн гектарпа танлашаççĕ. Сунарçăсен йышĕ — 22,5 пине яхăн çын. Сунар объекчĕсене илес тĕк — пăшисем нумайланни палăрать, 1899 чĕр чуна шута илнĕ. Хир сыснисем — 1077, Çĕпĕр хир качакисем — 1352, тилĕсем — 1749… Пĕлтĕр 41 пăшие тытма ирĕк панă, сунарçăсем çак ирĕксемпе туллин усă курнă. Вырăнсенчи влаçсен уйрăм хушăвĕсемпе кăçал 185 тилĕ, 2 кашкăр, 8 хир сыснине тытнă.

Çынсем сунар правилисене пăснин 185 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. 150-шĕ тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем, 8-шĕ пирки вара уголовлă ĕçсем пуçарнă. Çав преступленисенчен иккĕшĕ уйрăмах пысăк виçепе сиен кӳнипе çыхăннă.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев хир сыснисем тĕлĕшпе лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăмаллине палăртрĕ. Ку ăнсăртран мар: Чăваш Енре пĕлтĕр те çак чĕр чунсен виллисене тупнă — вĕсем Африка мурĕпе чирлĕ пулни палăрнă. Çавăнпа та Олег Алексеевич пусăм тусах асăрхатарчĕ: ку енĕпе тимлĕхе çухатни калама çук пысăк сиенпе çаврăнса тухма пултарать.

www.hypar.ru

 



19 апреля 2021
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter