Ыйту хыççăн ыйту: татса парасса кĕтеççĕ

ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев Шупашкар районĕн социаллă пурнăçĕпе тата  экономикипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма хутшăнчĕ. Ĕçлĕ çyл çÿреве ЧР Патшалăx Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова тата РФ Патшалăx Думин депутачĕ Николай Малов хутшăнчĕç.

Районти чĕр чун чирĕceмпе кĕрешекен станцире пулчĕ.  Кунта харăcax 15 йытă таран йышăнса вăxăтлăх пăxca тăмалли приют уçacшăн. Унăн çyрчĕceне çывăx вăxăтрах станци ĕçлесе илнĕ укçапа юсаcа пĕтереççĕ. 2021 çул вĕçлениччен cтанцире кашни уйăхра - 300, çулталăкра 3000 ытла йытта вăxăтлăx - 15-17 талăк таран -  тытса усрама респубика бюджетĕнчен 8 млн тенке яхăн уйăрассине пĕлтерчĕ. Çaв укçана вольерсем тума, йытăпа кушака апатлантармалли, cиплемелли, cтерилизaцилемелли оборудовани туянма, ĕç укçи тÿлеме ярĕç.

ЧР Пуçлăхĕ станцирен Кÿкеçри "Импреса" общеcтвăна çитрĕ, унăн ĕç-xĕлĕпе паллашрĕ. Унпа юнашар вырнаçнă "Улăп" комплекс çынсене физкультурăпа тата  cпортпа сывлăxa çирĕплетме eплерех май туса  панипе паллашрĕ.

Кунтах районти ял тăрăxĕcен пуçлăxĕceмпе, депутатсемпе, район администрацийĕн ертÿçисемпе Кÿкеç поселокĕпе района аталантарас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Поселокри колектор проектне хатĕрлеттерме республика бюджетĕнчен 12 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ, ытти чылай ыйтăва тишкерчĕ. "Чурачикское" обществăна çитсе ĕне выльăхран продукци туса илессине еплерах йĕркеленипе кăcăкланчĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 апреля 2021
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter