Хĕрарăмсене хавхалантарасшăн

Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет.

Çапла майпа профессире, ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕсенче пысăк çитĕнӳ тăвакан хĕрарăмсене хавхалантарасшăн. Конкурс «Эпĕ – тухтăр», «Эпĕ — вĕрентекен», «Эпĕ — фермер», «Эпĕ — экономист», «Эпĕ — строитель», «Эпĕ — парикмахер» тата ытти номинаципе иртет. Унта хутшăнакансен çу уйăхĕн 25-мĕшĕччен хăйсем çинчен видеопрезентаци хатĕрлесе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзне chrwom@mail.ru электрон адреспа ăсатмалла.

Çĕнтерӳçĕсене Республика кунĕнче Хĕрлĕ тӳремре чыслĕç.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 апреля 2021
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter