Чӑваш Ен тӗп хулинче " РЕЛАВЭКСПО-2021" форум иртет

В столице Чувашии при поддержке Минпромторга России проходит форум «РЕЛАВЭКСПО-2021»

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «РЕЛАВЭКСПО-2021» форума уҫнă ҫĕре хутшăннă. Форума Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕн ҫумĕ Михаил Иванов килсе ҫитнĕ.  Сумлă хăна Олег Николаевпа пĕрле электротехника таварĕсен куравӗпе паллашнă. 

Пухăннă хăнасем Пĕтĕм тĕнчери «Раççей электроэнергетика тытăмĕсен реле хӳтĕлевӗ, автоматизацилес ӗҫ» темăпа VI ăслăлăх-практика конференцине тата «РЕЛАВЭКСПО-2021» курава хутшăннисене саламланă.

Мероприятие уҫнă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ электротехника тытăмĕ мĕнпур экономикăна пысăк витĕм кӳнине палăртса каланă.  «Юлашки ҫулсенче уйрăмах цифра трансформацийĕн пĕлтерĕшĕ пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать», - тенĕ вăл.  «Асăннă ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та тăтăшах сăмах пуҫарать, пысăк тимлĕх уйăрать», - тенĕ калаҫăва малалла тăснă май. 

«Цифра технологийĕ пирĕн пурнăҫра хăйне евĕр ҫĕнĕлĕхсем илсе килет.  Ĕҫ хăвăртлăхне ӳстерет, ресурссене перекетлеме май парать», - тенĕ регион Ертӳҫи. Сăмах май, предприятисене конкуренцирен хăрамалла маррине, кун пек чухне ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсем туса пыма майлăрах пулассине чĕнсе каланă.  Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕн ҫумĕ Михаил Иванов Чăваш Ен релесем хатĕрлесе кăларакан тĕп центр пулса тăнине каланă, форум сумĕ çĕршыври специалистсен хушшинче пысăккине палăртнă. Республикăн энерготехника кластерне аталантарассипе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ чухне пирĕн предприятисем алла-аллăн тытăнса ĕçлени çĕршыв рынокĕн вун-вун кĕтесĕнче тавар сутма май туса панине каланă вăл.  Раҫҫей Минпромторг кăтартăвĕсем  тăрăх, Раҫҫейре электротехника кластерĕ лайăх хăвăртлăхпа  аталанса пырать.  2020 ҫулта ҫĕршывра электротехника таварĕсен производствин калăпăшĕ 160 млрд  тенкӗпе танлашнă. Тĕнче рынокĕнче пирĕн таварсен калăпăшĕ мĕн пур производство калăпăшĕн 80 проценчĕпе танлашать. Хамăр таварсене çĕршывра тата чикĕ леш енне сутни те, импорт вырăнне çĕнĕ тавар туса кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Форум Чăваш Республикинче тăватă кун пырать. Кăҫал мероприятине 293 компани хутшăнма кăмăл тунă. 

Форумпа пӗрлех, планпа килĕшӳллĕн ҫамрăксен конференцийĕ те пулать. Пысăк пулăма хутшăнакансем валли экскурсисем ирттерĕҫ, тĕрлĕ предприятисен ĕҫĕсемпе паллаштарĕҫ.

Куравра республикăри тата Раççейĕн нумай регионĕнчи компанисем хăйсен приборĕсене, оборудованийĕсене, тĕрлĕ электрохатĕрĕсене кăтартнă, вĕсемпе ертӳҫĕсем хапăл тусах кăсăкланнă.

 

Фоторепортаж



20 апреля 2021
17:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter