Чăваш çырулăхне – курав

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 14 сехетре Наци вулавăшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине халалланă пысăк курав уçăлĕ.

Олег Улангин тата библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕнеке экспозицийĕ хăйне евĕрлĕхĕпе палăрмалла. Кашни пайĕ — чăваш çырулăхĕн историйĕн уйрăм страници. Унта чăваш çырулăхĕ тĕрлĕ тапхăрта мĕнле пулнине курма, архив докуменчĕсемпе паллашма пулĕ.

www.hypar.ru



20 апреля 2021
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter