Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрĕнче чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе явнă

В Театре юного зрителя им. М.Сеспеля обсудили вопросы сохранения и развития чувашского языка

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ Ҫамрăксен театрĕнче пулса иртнӗ уҫă тĕл пулăва хутшăннă. Ӑна чăваш чĕлхине упраса хӑварас тата аталантарас темăпа йӗркеленӗ.  Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов, культура министрĕ Светлана Каликова, ҫавӑн пекех артистсем, ӳнерҫĕсем, чăваш чĕлхине аталантарас тӗлӗшпе ĕҫлекен паллă ăсчахсем тата ытти хастарсем хутшăнма кӑмӑл тунӑ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче регионта чăваш чĕлхине аталантарас енӗпе сахал мар ĕҫленине палăртнă.  «Чăвашла хаҫат-журналсем пичетленеҫҫĕ, радиопа телекуравра та тăтăшах чăвашла уҫă калаҫусем иртеҫҫĕ.  Чăваш киновĕ пурнăҫа вирхĕнсе кĕчĕ. Ҫак ĕҫсем пĕтĕмпех чăвашлăха аталантарассипе ҫыхăннă.  Пуласлăхри ĕҫсем те сахал мар-ха. Тĕллевсене те чылай палăртса хунă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине юратма вĕрентмелле, вĕсемпе чăвашла пуплемелле. Кун пирки никамăн та манма юрамасть. Хуласенче, районсенче чăвашла ҫырса хунă баннерсем пулсан та аван. Тĕрлĕ мероприятисенче ытларах чăваш чĕлхипе калаҫма тăрăшмалла. Ҫуртсем таврашĕнче чăваш эрешĕсем пулмалла.  Пирĕн хамăрăн ĕҫсем ҫинчен пӗлтерекен хыпарсене ҫынсем патне ытларах тăван чĕлхепе илсе ҫитермелле. Чăваш кĕнекисене илемлетни те паха – ăна ҫитĕнекен ăру хапăл тусах йышăнĕ. Цифра технологийĕ те яланхи пекех малти рете тухмалла, социаллă сетьсенче чăвашлăха вăй илтерни те вырӑнлӑ пулмалла.  Ачасем валли мультфильмсем ӳкермелле, вӗсене  планшетсенче курма майсем йĕркелемелле», - тесе каласа хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

Федерацин аслă шкулĕсенче республикăри патшалăх театрĕсем валли ятарлă режиссерсем хатĕрлесен те темĕн пекех пулнă пулĕччĕ тенĕ уҫă калаҫăва пухăннисем. «Пӗтӗм профессие хамăр регионта алла илме майсем ҫукки паллӑ. Апла пулсан ҫамрăксене ытти хуласенче вĕренсе тухма майсем туса памалла. Ҫак ĕҫе йĕркелесен вĕсем тарăн пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн тăван республикăна каялла таврăнасси пĕрре те иккĕлентермĕ», - тесе хушса каланă Олег Николаев.

Тĕл пулу вĕҫленнĕ хыҫҫăн хăнасем Ҫамрăксен театрĕнче  «Уйӑпсем те шӑнса кӳтнӗ» ятлă спектакль пӑхнă.         

Фоторепортаж



20 апреля 2021
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter