Ача тавра чӑваш чӗлхи пулмалла тенӗ Элтепер

Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗнче чӑваш чӗлхине, наци культурине тата ӳнерне аталантарассине сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсемпе, артистсемпе, художниксемпе, дизайнерсемпе тата композиторсемпе иртнӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.

«Чӑвашла хаҫатсем тата журналсем тухса тӑраҫҫӗ, радиопа телекурав чӑвашла хыпарлаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа чӑваш киновӗ ытларах та ытларах кӗрсе пырать. Ку вӑл пӗтӗмпех — тӑван чӗлхене аталантармалли никӗс. Анчах пирӗн талпӑнмалли пур-ха. Ача пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине тата культурине ӑша хывтӑр тесен ун тавра чӑваш чӗлхи пулмалла. Ку енчен пирӗн пурнӑҫламалли чылай-ха, — тенӗ Олег Николаев. — Кунта хуласенчи урамсенче чӑвашла ҫырассине, тӗрлӗ меропиятире чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те кӗртмелле».



https://www.chuvash.org/news/28411.html
20 апреля 2021
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter