Олег Николаев РФ Президенчӗн Ҫырӑвне хакланă: «Регионсене аталантармалли хӑватлӑ инструментсем параҫҫӗ»
Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне ҫулленхи Ҫырăвĕпе тухнă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫырăва пысăка хурса хакланă, умра пысӑк та анлă тĕллевсем тăнине асăннă.
«Президент халăха упрассине тивĕҫтерекен мĕнпур пулăшӑва упраса хӑвармаллине, малалла та ҫаплах ĕҫлесе пымаллине каларĕ. Ачаллă ҫемьесене тĕрев парасси ҫине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Нумай ачаллă ҫемьесене, тулли мар ҫемьесене те пулăшмаллине палӑртрĕ вӑл Ҫырура. Ҫие юлнă хĕрарăмсене те, енчен те вĕсен ҫемьери пĕтĕмĕшле тупăш виҫи сахал пулсан, патшалăх енчен пулăшу пулĕ», - тесе каланă регион Ертӳҫи.
Президент шкула каякан кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пама сӗнчӗ. Ку йыша 1-мӗш класа кайма хатӗрленекенсем те кӗреҫҫӗ. Тӳлеве ҫурла уйӑхӗн варринче парӗҫ.
Ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр ӳсекен 8-16 ҫулсенчи ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 5650 тенкӗ (Раҫҫейри вӑтам виҫе) пама йышӑнчӗ. 7 ҫул тултарман ачашӑн илнӗ «больничнӑя» ӗҫ стажне пӑхмасӑрах шалӑвӑн 100 процентне тӳлес ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарчӗ.
Ача кӗтекен хӗрарӑмсене те пулӑшӗҫ. Малтанхи вӑхӑтрах шута тӑнӑ, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене уйӑхсерен укҫа тӳлӗҫ. Раҫҫейре ку виҫе вӑтамран 6500 тенкӗпе танлашӗ.
Ачасен канăвĕпе студентсен туризмне пырса тивекен ыйтусене те куҫран вĕҫертмен ҫĕршыв Ертӳҫи.
«Ҫав тери хăватлă пулӑшу мелӗсем палӑртнӑ. Вӗсем регионсене аталанма витĕм кӳресси куҫкĕретех. Проектсене пурнăҫа кĕртме лайӑх майсем уҫăлĕҫ. Халăха пурăнма кирлĕ пек мĕнпур условисене туса хума меллĕ пуласса та шанатпӑр. Ҫавӑн пекех асӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем бизнеса аталантарма пулӑшасса та кĕтетпĕр», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
Владимир Путин хăйĕн Ҫырăвĕнче регионсене малалла аталантармалли ҫĕнĕ инструмент вăя кĕрессине палăртрӗ. Ку вӑл вӑрах вӑхӑта уйӑрса паракан виҫĕ процентлă бюджет кредичӗсен мелĕ, вӗсене парса татмалли тапхăра 15 ҫула тăснă. Енчен те регионăн парӑм сахал пулсан, уншӑн асӑннӑ майпа усă курма меллĕ пулĕ. Ҫак ĕҫе Федераци казначействи тĕрĕслесе тăрĕ. 2023 ҫул вĕҫлениччен ҫакăн йышши кредитсене 500 млрд тенкĕ парса тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.
Кунсăр пуҫне РФ субъекчĕсен коммерциллĕ парăмӗн калăпăшĕ харпăр хăй тупăшĕнчен 25 процентран пысӑкрах пулсан, вĕсене 2029 ҫулччен тавăрса памалли бюджет кредичĕсемпе улăштарĕҫ.
Чи ҫивĕч ыйтусенчен пӗри - пысăк хăвăртлăхлӑ магистраль тӑвасси. Мускав-Хусан трассӑна Екатеринбург таран тӑсма палӑртнӑ. Ку ĕҫе хӑвӑртлатма кирлине те асӑнса хӑварнӑ. Президент туризм ыйтăвне уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗ. Ҫак ыйту регионсемшĕн те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫырура кӑшӑл вирус инфекцийӗ, пандеми чирӗ пирки те чарӑнса тӑнӑ. Ҫавна май сывлăх сыхлавĕ малти вырăна тухнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Халăха сыхласа хăварасси, сывлăха упрасси пысӑк пĕлтерĕшлĕ. 2030 ҫулсем тĕлне Раҫҫейре пурăнакан ҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗн вăтам кăтартăвĕ 78 ҫул пулмаллине палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурнăҫ лартакан мĕнпур ыйту ҫинех хурав тупма пулать Президент Ҫырӑвĕнче. Умри тĕллевсем пысăк та анлӑ, вĕсене пурнăҫа кĕртессишӗн пурин те ҫине тӑрса тата ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă унта.