Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ РФ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнипе ҫыхӑннӑ церемоние хутшӑнать

Олег Николаев примет участие в церемонии оглашения Послания Президента России Федеральному СобраниюПаян, ака уйăхĕн 21-мӗшӗнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Мускавра   ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре.  Унта вăл Раҫҫей Федерацийĕн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе тĕл пулусем ирттерме палӑртса хунӑ.

Унсăр пуҫне вăл паян Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ РФ Федераци Пухӑвне Ҫырупа тухнипе ҫыхӑннӑ церемоние хутшӑнать. Мероприяти 12:00 сехетре пуҫланчĕ.  Ҫырупа тухнине федерацин мĕнпур теле-радио каналĕ тӳрĕ эфирта трансляцилет.

 Мероприятие сенаторсем, депутатсем, РФ Правительство членӗсем, судсен ертӳҫисем, губернаторсем, регионсен саккун кӑларакан органӗсен председателӗсем, общество деятелӗсем, ҫав шутра регионти общество палатисен ертӳҫисем хутшӑнаҫҫӗ.

 

РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне тухакан хӑйӗн Ҫырӑвӗпе паллаштарма пуҫличчен пĕр сехет маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ «Россия-24» федерацин телеканалне тӳрĕ эфирта интервью панă. Вăл асăннă Ҫыруран хăй мĕн кĕтнине пĕлтернĕ. 

«Паян пирĕн ума Президент тата та пысӑкрах тĕллевсем лартассине кĕтетĕп. Кăшăл вирус чирĕ ҫĕршывра алхаснине тĕпе хурса ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисенче еплерех ĕҫлесе пымаллине те пĕлтерĕ тетӗп. Пандеми пирĕн пурнăҫа тĕпрен улăштарчĕ. Эпир ун ҫине урăхларах пăхма тытăнтăмăр. Президент пире халăха упраса хăварма хистет, тĕплĕнрех ĕҫлеме хушать.  Кун пирки маларахри ҫырусенче те пĕрре мар асăнса хăварнă.  Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ тытăмне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине те калĕ» - тенĕ Олег Николаев.

Экономикăна пысăк хăвăртлăхпа аталантарса пымалли майсем туса хурасси те кун йĕркинчех, апла пулсан, мĕнпур тытăма цифра ҫине куҫарасси те пĕлтерĕшлĕ.  Обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртес, хула хутлăхне хăтлăлатас, ҫынсен пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас, пурнӑҫ условийӗсене лайăхлатас ыйтусем те ҫивĕч тăраҫҫĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Ҫырăвĕнче ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине, ҫĕршыв суверенитечĕпе ҫыхăннă ыйтусене те асăнасса шаннине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, Олег Николаев паянхи мероприятие пуҫласа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пулса хутшăнать. Ытти ҫулсенче вăл унта Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ шайĕнче хутшăннă пулнă.



21 апреля 2021
11:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter