Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫри паттăрлăхне халалланӑ асӑну комплексне тума тытӑнас ыйтупа канашлу ирттернĕ

В Доме правительства прошло совещание по вопросу строительства мемориального комплекса «Строителям безмолвных рубежей»

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕҫри паттăрлăхне халалланӑ асӑну комплексне тума тытӑнас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Объекта Куславкка районӗнче тума плана кĕртнĕ.  Графикпа килĕшӳллĕн асăннă комплекса кăҫал юпа уйăхĕн вĕҫĕнче хута ямалла.

Строительство ĕҫӗнче пĕр-пĕринпе тухăҫлă ҫыхӑнса ĕҫлес тĕлллевпе «ҫул-йĕр карттине» туса хатĕрленĕ.  Пĕтĕмпе ĕҫсене тăватă тапхăрпа пурнăҫлама йышӑннă. Графиксене палăртнă, ĕҫ йĕркине те ҫирĕплетнĕ.   Ӗҫ хучĕсене Чăваш Республикин Культура министерствипе, Куславкка районӗнчи Куснар ял поселенийĕн ертӳлĕхĕпе пĕрле пăхса тухса тишкернӗ.  Ятарлă ведомство ĕҫченĕсемпе килĕшӳ тунă, пуҫарăва пурнăҫа кĕртме хатĕр тесен те йăнăш мар.  Хальхи вăхăтра Куславкка районĕнчи Куснар ял тăрăхĕн тӗп планне тӳрлетӳсем кĕртес енӗпе ӗҫлеҫҫĕ.

Канашлура сăмах илнӗ май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ асӑну комплексӗн строительствине Ржеври Совет салтакĕсен асăну комплексӗн строителӗсен паха опытне тĕпе хурса пурнăҫламаллине палӑртнӑ.  «Тверь облаҫне ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе кайса килни питӗ вырӑнлӑ пулнӑ. Вĕсен ĕҫ опычĕпе паллашни те пĕлтерĕшлĕ. Унта Ржевский районĕнче пысăк объект хута янă. Куславкка районӗнче те ҫакăн евĕрлĕ комплекс туса лартсан вырăнлă пулмалла», - тенӗ Олег Николаев.

Фоторепортаж



21 апреля 2021
07:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter