Юхма Мишшине чысланӑ

Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.

Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ.

Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.



https://www.chuvash.org/news/28361.html
21 апреля 2021
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter