Çуллахи лагерьсем ачасене йышăнма хатĕрленеççĕ

Ачасен çуллахи канăвне кăçал мĕнлерех йĕркелĕç-ши? Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура çак ыйтупа вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева сăмах илчĕ.

Шкул ачисен 65% — 102 пин ытла ача — канăвне йĕркелеме палăртнă. Ачасене хула тулашĕнчи 14 организаци йышăнĕ. Çавăн пекех шкулсен çумĕнчи 290 лагерь ĕçлĕ. Хальлĕхе уйрăм çынсен икĕ лагерĕ ачасене канмашкăн йышăнма ирĕк илнĕ. Ыттисен те ку ĕçе вăраха тăсса ямалла мар. Министр лагерьсене каймашкăн путевкăсем сутма пуçланине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
21 апреля 2021
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter