Çырăва хаклаççĕ

Алина ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:
— Апрелĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ. Вăл Çырура çемьесене упрасси, ачаллă çемьесене пулăшасси, экономикăна, вĕрентĕве тата культурăна аталантарасси, социаллă гарантисене çирĕплетесси яланах малти вырăнта пулнине асăнчĕ. Малашне тулли мар çемьесене ятарлă тÿлевпе тивĕçтерессине, чирлекен ачине пăхнă чух 7 çула çитичченхи ашшĕ-амăшне тивекен больничнăй хутшăн туллин тÿлессине, ачасене канăвĕшĕн тивнĕ тÿлевĕн пайне тавăрса парассине ĕçе кĕртни, шкул çулĕнчи ачасене шкула кайма пуçтарма пĕр хутчен 10 пин тенкĕ парса пулăшни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк çăмăллăх.
Çырура палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсен пурнăç тата та ырă енне улшăнасса шанса тăратпăр.

Алевтина ЛЬВОВА, Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ:
— Владимир Путин чи малтанах коронавирус чирĕ кăларса тăратнă лару-тăрура халăх пĕр тĕвве пухăнни, йĕркесене пăхăнни, социаллă ыйтусене кирлĕ шайра татса парса пыни пысăк йывăрлăхран тивĕçлĕ тухма пулăшнине палăртрĕ, граждансене, тĕрлĕ службăсене уйрăммăн палăртса пысăк тав сăмахĕ каларĕ.Чире тĕпĕпех парăнтарман-ха, сыхлăх мелĕсене малашне те пăхăнсах пымалла.

Чи çÿллĕ наци приортиечĕсен шутне Президент Раççей халăхне упрассине кĕртет, тĕп стратегипе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне Раççей халăхĕн вăтам пурăнаслăхне 78 çула çитерме палăртнине калать.



 Елчĕк ен

 



22 апреля 2021
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter