Хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату шкулсемпе ача пахчисене тӑтӑшах тухса ҫӳрет

Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ сӑвӑҫсенчен пӗри, вун-вун юрӑ сӑмахӗсен авторӗ Альбина Юрату шкулсемпе ача пахчисене тӑтӑшах тухса ҫӳрет. Ӳркенменскер хулари ачасем патне ҫеҫ мар, районтисем патне те ҫитет.

Ҫак кунсенче вӑл Шупашкарти «Теремок» 93-мӗш ача пахчинче пулнӑ. «Тӗлпулу питӗ интереслӗ иртрӗ. Ачасемпе юрларӑмӑр, ушкӑнпа сӑвӑсем каларӑмӑр, мана валли ятарласа чӑвашла юрӑ та юрларӗҫ, юмахсем ҫырма вӗрентӗмӗр... «Теремок» ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене чунтанах юратрӑм. Воспитательсене чун-чӗре тавӗ. Асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр...», — хыпарланӑ чӑваш чунӗллӗ хастар сӑвӑҫ Альбина Юрату.

 



https://www.chuvash.org/news/28425.html
22 апреля 2021
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter