Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă пулăма хутшăннă
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă пулăма хутшăннă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Республика Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе пĕрле район, хула администрацийĕсем хатĕрленĕ курав ĕҫĕпе паллашнă.
Савăнăҫлă мероприятине пухăннисене саламланă май, регион Ертӳҫи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем халăх ыйтăвĕсене татса парассипе активлă ĕҫленине, вĕсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулнине палăртнă.
«Паянхи кун наци проекчĕсемпе тата программисемпе, регион шайĕнчи пуҫарусемпе килĕшӳллĕн территорисене аталанма ҫĕнĕ майсем уҫăлаҫҫĕ. Ҫав хушăрах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуҫарулăхĕнчен, шухăшласа тунă тĕрĕс йышăнăвĕсенчен, вĕсем ҫынсене илтме пĕлнинчен муниципалитетсем мĕнле ĕҫлесси, социаллă инфратытăм, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх лайăхланса пырасси килет», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Муниципалитет службин ĕҫченĕсен пысăк ăсталăхне тата яваплăхне пула Чăваш Енĕн муниципалитечĕсем малашне те аталансах пырĕҫ. Пĕрле килĕштерсе ĕҫленине пула эпир республикăна Раҫҫейĕн пурăнмашкăн чи илĕртӳллĕ те ăнăҫлă регионĕсен шутне кĕртме пултарăпăр. Сире пĕтĕм чунтан сывлăх, ăнăҫусем сунатăп», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.
Республика ертӳлĕхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле социаллă сферăна ҫĕнетсе улăштарас тĕллевпе сахал мар ĕҫлет, кăтартусем те куҫ кĕретех. Халăх та ҫаплах калать. Кăҫал уйрăмах шкулсемпе ача сачĕсене реконструкцилессипе активлă ĕҫлеҫҫĕ, ачасене тарăн пĕлӳ илме хăтлă условисем йĕркелессишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Паянхи пурнăҫ ыйтакан требованисене тивӗҫтерме мĕнпур сфера ырă енне улшăнса пырать. Ҫакнах республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫирĕплетсех каланă.
Ĕҫре хастаррисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене паянхи мероприятинче патшалăх наградисене парса чысланă.