Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ 150 çул çитнине халалланă курав

Эрнекун Чăваш наци вулавăшĕнче чăн-чăн уяв пулчĕ. Республикари чи пысăк библитека 150 çул тултарнине халалланă форума 8 регион хутшăнчĕ.  Çавăн пекех Наци вулавăшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине халалланă пысăк курав уçăлчĕ. Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ кĕнеке экспозицийĕ хăйне евĕрлĕхĕпе палăрать. Кашни пайĕ — чăваш çырулăхĕн историйĕн уйрăм страници. Унта чăваш çырулăхĕ тĕрлĕ тапхăрта мĕнле пулнине курма, архив докуменчĕсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех чи вуланакан кĕнекесен конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Ĕçле уявра Регина Кубайкина корреспондент пулчĕ. Малалла хăех каласа катарттăр-ха...



http://www.ntrk21.ru/video/49179
24 апреля 2021
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter