Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулу иртнӗ

Олег Николаев принял участие в праздновании Дня чувашского языкаПаян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. Унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, культура ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.

Аса илтерер: кӑҫал пирӗн халӑхӑмӑр чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать.

Сӑмах май каласан, тӑван чӗлхемӗр кунӗ тӗлне «Живой язык 2.0» (чӑв. Чӗрӗ чӗлхе) ҫутӗҫ проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн калаҫу чӗлхине халалланӑ. Кун пирки 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ. «Енчен эсир чӑвашла пӗлместӗр пулсан ӑна вӗренме тытӑнма сӗнетӗп», – тесе ҫырнӑ республика ертӳҫи.

Тӗплӗнрех



25 апреля 2021
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter