Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунне уявлама хутшӑннă

Олег Николаев принял участие в праздновании Дня чувашского языка

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш ҫырулăхне пуҫарса яракан Иван Яковлев ҫуралнăранпа 173 ҫул ҫитнине халалланă чаплă мероприятине хутшăннă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче регионта чăваш чĕлхине аталантарас тата ăна упрас тĕлĕшпе курăмлă ĕҫсем туса пынине палăртнă.  Наци культурине тивӗҫлипе аталантарма условисем сахал маррине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Юлашки ҫулсенче чăвашла чылай кĕнеке пичетленет.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă кӑҫалхи Ҫырăвĕнче регион ертӳҫи  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме ҫĕнĕ кĕнекесем кăлармаллине палăртнă.  Чӗлхе – халӑх культурин чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗрӗ еткерӗ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла тенĕ унта.

«Пĕлтĕр пуҫласа Чăваш тĕррин кунне паллă тума тытăннă.  «Пĕрле» принципа тĕпе хурса, республикăри ал ĕҫ ăстисем сурпан тĕрлесе курава хатĕрлесе тăратрĕҫ», - тенĕ Олег Николаев.  «Республикӑра чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тӗлӗшпе сахал мар тунӑ, хальхи вӑхӑт ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ учебник туса хатӗрлемелли тӗллев те йӗркеллӗн пурнӑҫланать. Тӑван чӗлхемӗрӗн ят-сумне ӳстерсе пырас ӗҫе Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе шкулсем тата ача сачӗсем чӑннипех те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Енчен те ӳлĕмрен хамăрăн йăла-йĕркепе культурăна тарăнрах ăша хывса пурăнсан, ӑна ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырсан чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ вăл. 

Митинга пухăннă хăнасем, чăваш чĕлхине юратса пухăннисем Иван Яковлевич Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Палăртнă кун республика Пуҫлăхĕ чăваш ҫырулăхне 150 ҫул ҫитнӗ ятпа хатĕрленĕ курав ĕҫĕпе паллашнă. Чăваш наци вулавăшĕнчи экспонатсен йышӗнче - кăсăклă кĕнекесем, стендсем. Олег Николаев курава пысăка хурса хакланă, хăй ячĕпе чăвашла тав сăмахĕсем ҫырнă. 

Фоторепортаж



26 апреля 2021
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter