Чӑваш Енре Раҫҫей Президенчӗн Ҫырӑвне пурнӑҫламалли плана йӗркелеҫҫӗ

В Чувашии сформируют план по исполнению Послания Президента России   

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.

РФ Президенчĕн Ҫырăвне пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Енре ятарлă ĕҫсен планне туса хатĕрлессине хыпарланă вăл.   «Ҫĕршыв Президенчĕ халăха пулăшупа тивĕҫтерес енӗпе йышăннă мерăсем ҫинчен республикăра пурăнакансене кĕске вăхăтра  пӗлтермелле», - тенĕ Пуҫлăх. 

Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, пурнӑҫ тивӗҫтерӗвӗн объекчӗсемпе пӗчӗк хуласен пӗлтерӗшлӗ проекчӗсене федераци пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсен шайӗнче пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Сӑмах бюджет кредичӗсем тата ятарлӑ ресурссем ҫинчен пырать.

Регион Ертӳҫи кăшăл вирус чирĕнчен асăрханса прививка тунине пĕлтернĕ, хăйне авах туйнине каланă.  

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Осипов ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăр вăхăтĕнче садсене ҫӳреме ятарлă маршутсем уҫăлнине хыпарланă. 

Олег Николаев уйăх хушшинче ĕҫ-пуҫ епле пулса пынине пĕтĕмлетӳ тума хушнă. «Районсенче пассажирсене турттаракан транспортсем пирки час-часах ыйтусем ҫĕклеҫҫĕ, халăх районсем хушшинчи транспорт пулăшăвĕпе кӑмӑллах марри сисĕнкелет», - тенĕ вăл.

Халăх ҫĕклекен ыйтусем ҫине туххăмрах хурав пама пулать, ҫак ĕҫе йĕркелессине цифра технологийĕ туллин тивĕҫтерет, условисем те лайӑх. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕпе ҫынсем  хастар усӑ курни куҫкĕретех теҫҫĕ специалистсем.   

«Хула хутлăхне хăтлăлатасси» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн ҫĕршывра ака уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласа объектсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе онлайн-сасăлав хута кайнă.

Канашлăва пухăннисем паян «Релавэкспо-2021» форум пĕтĕмлетӳ ĕҫне те тишкернĕ. Палăртса хăваратпăр, мероприятие Чăваш Енре иртнĕ эрнере йӗркеленӗ. 

Кăҫал форума хутшăнас текенсен шучĕ 1100 иртсе кайнă, 300 яхăн компани хăйсен ĕҫĕсемпе паллаштарма кăмăл тунă. 

Олег Николаев республикăра тĕнче шайĕнчи пысăк мероприятисене ирттерме ятарлă вырăн хатĕрлесен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Куравсемпе конференцисем ирттерме уйăх хушшинче ятарлă ҫулсен карттине хатĕрлеме хушнă.  «Ятарлă вырăнăн паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килмелле, хальхи стандартсене те тивĕҫтермелле.  Федераци шайĕнче ирттермелли  мероприятисен ҫулталăкри планне туса хатĕрлемелле, вĕсене тӗплӗн тишкермелле», - тенĕ Олег Николаев. 

Планеркăна пухăннисем Шупашкарта пулса иртнӗ Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пирки те чарăнса тăнă, Чăваш чĕлхи кунне регионта еплерех уявланине  сӳтсе явнă. 

 

Фоторепортаж



26 апреля 2021
18:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter