Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ "Астăвăм сачӗ" акцие хутшӑннă
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пӗтӗм тӗнчери «Астăвăм сачӗ» акцине хăйĕн ҫемйипе пĕрле хутшăннă.
Акцие хутшăннисем 1 гектар ҫĕр лаптăкĕ йышăнакан вăрманлăхра 5 пин хыр хунавӗ лартнă. Ку хутĕнче йывӑҫ лартма республикăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, обществăлла пĕрлешӳсенче вăй хуракансем, волонтерсем пухăннӑ.
«Нумай ҫын пĕр шухăшлă пулса ырă ĕҫ тума пикенни хăйне евĕр паха пулăм», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче журналистсемпе калаҫнă май Олег Николаев. «Тĕп тĕллевсенчен пĕри – йывăҫ-тĕм лартса тăван тавралăха илем кĕртесси. Ҫак ĕҫе хамăн хĕрӗмпе тата мăшăрăмпа хутшăнни уйрăмах пархатарлă тесе шухăшлатăп», - сăмаха малалла тăснă вăл. Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ хӑйӗн ачалӑхӗ пирки те аса илнӗ. «Совет самани тапхăрĕнче тарăн варсемпе путăксене йывăҫсем лартса хӑваратчӗҫ. Эпир те асаннепе иксĕмĕр чылай хурăн лартрăмăр. Каярах шкула ҫӳреме пуҫласан та хамăн пĕлĕшсемпе пĕр хутчен ҫеҫ мар пулĕ йывăҫсем лартма ҫӳренĕ. Халĕ тăван тавралăхра эпир лартнă йывăҫсем чăн-чăн вăрман пек кашласа лараҫҫĕ. Вĕсем ҫине пăхса чун савӑнать», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Астăвăм сачӗ» акци витӗмӗпе республикăри мĕнпур районпа хулара кăҫал та халăх йывăҫсем чылай лартнă.