Чи лайăх вĕрентекенсем – Мускава

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен республика конкурсĕ иртрĕ.

Ăмăртăвăн 2-мĕш тапхăрне кăçал районпа хула шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ 7 вĕрентекен хутшăннă. Хальхинче вĕсем «Ăçтаçă урокĕ», «Подиум çинче — чăваш тумĕ» номинацисенче тупăшнă. Урока Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти вĕренекенсемпе ирттернĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен республика конкурсĕнче Надежда Варюхина /Муркаш районĕ, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ/ çĕнтернĕ. Вăл Мускавра иртекен наци чĕлхисен вĕрентекенĕсен конкурсне хутшăнĕ.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
26 апреля 2021
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter