Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турĕç

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен представителĕсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Чи малтанах вăл районсемпе хуласен курав экспозицийĕсемпе паллашрĕ. Вĕсем ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă программăсемпе килĕшӳллĕн мĕнле проектсене пурнăçланипе кăсăкланчĕ.

«Сире кулленхи тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватăп», — терĕ Олег Николаев пухăннисене саламланă май. Вăл республика малашне те йĕркеллĕ аталанса пытăр тесен пурин те яваплăха туйса, пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлемеллине палăртрĕ. Чăваш Ен Правительстви муниципалитетсен влаçĕсемпе пĕрле социаллă сфера объекчĕсене çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕç тунине пĕлтерчĕ. Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ. Олег Николаев ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене патшалăх наградисем парса чысларĕ.

Пухăннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов саламларĕç. ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов вырăнти влаç халăха çывăхарах пулнине, çынсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе чи малтан вĕсем патне пынине палăртрĕ.

Уявра «Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» конкурс çĕнтерӳçисене те чысларĕç.

www.hypar.ru 

 



26 апреля 2021
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter