Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей парламентаризмĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ депутатсем, республика ҫыннисем!

Сире Раҫҫей парламентаризмĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп.

115  ҫул каялла ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раҫҫей империйĕн Патшалăх думи ĕҫлеме тытăннă. Вăл ҫĕршыври ӳсĕмлĕ ĕҫлекен парламент органĕн никĕсĕ пулса тăнă.

Ҫулсем иртнĕ май пухăннă опыт, истори йăли-йĕрки паян демократие сулмаклăн аталанма пулăшаҫҫĕ.  Ăнăҫăвĕ кунта политика вăйĕсем пĕрлешнипе,  лайăх шухăшласа, канашласа кăларнă саккунсем вăя кĕнипе,  халăхăн ыйтăвĕсене вăхăтра татса панипе ҫыхăннă.

Шанса тăратăп,  саккун кăларакансемпе ĕҫ  тăвакан влаҫ представителĕсем алла-аллăн тытăса ĕҫлени республикăна тата лайăхрах аталанма пулăшĕ.

Мĕн пур шайри депутатсене кулленхи ĕҫре ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, телей сунатăп.



Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                         Олег Николаев



27 апреля 2021
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter