Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

В Доме правительства обсудили проведение тестирования системы дистанционного электронного голосования

Ака уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Тӗлпулура ертӳҫĕсем суйлав комиссийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пулас суйлавӗсене ирттерме хатĕрленессипе тата дистанциллĕ электронлӑ сасӑлав тытӑмне туса хурассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

"18 ҫула ҫитнӗ кирек хӑш суйлавҫӑн та Патшалӑх сасӑлавӗн порталӗнче ҫу уйăхĕн 7-мӗшӗччен тест мелĕпе электронлӑ сасӑлав тытӑмне заявка пама ирĕк пур. Ҫакӑн хыҫҫӑн суйлавҫӑ унӑн заявкине йышӑнни ҫинчен пӗлтернине илет, вара  ҫу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 8 сехетрен пуҫласа ҫу уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетчен парти списокӗшӗн те, пӗр мандатлӑ суйлав округӗ енӗпе кандидатшӑн та сасӑлама пултарать», - тесе каласа панă Игорь Михайлов.  Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕ ҫак ĕҫе ҫĕршыври суйлавҫăсенчен ҫурри ытла хутшăнасса пĕлтерет.

Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре 4 пине яхӑн суйлавҫă регистрациленнӗ.  Ҫу уйăхĕн 7-мӗшӗччен вӗсен йышӗ палӑрмаллах ӳсессе шанса каланă вăл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев электронлӑ сасӑлавӗн тытӑмӗ паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине, актуаллă пулнине, цифрӑллӑ технологисем пурнӑҫа ытларах та ытларах кӗнине асăннă.

«Чӑваш Енре пурӑнакансем Патшалӑх пулăшăвĕсен порталӗпе хастарлӑн усӑ кураҫҫӗ», - палӑртнӑ Олег Николаев. «Пӗлтӗр, коронавирус алхаснă тапхăрта, вӑл чи ҫивĕч ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕ, ҫав шутра Президент йышӑнӑвӗпе палӑртнӑ тӳлевсене уйӑрса парас енӗпе те ", - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Ҫавӑн пекех тӗлпулура вĕсем Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунне йышăнассипе ҫыхăннă ыйтăва та сӳтсе явнă. Ҫав куна утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче  паллӑ тума  калаҫса килĕшесшĕн. Чăваш Енре 1995 ҫулта Тĕп суйлав комиссине шăпах асăннă кун йĕркеленĕ пулнă. Пуҫарăва ырланă, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ, ҫитес кунсенче ҫакӑн ҫинчен калакан указа алă пусса ҫирĕплетессине  пӗлтернӗ. 

 

Фоторепортаж



27 апреля 2021
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter