Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ ҫумӗнче Чӑваш Енре ачасен ҫул ҫинчи травматизмне асăрхаттарас енĕпе ĕҫлекен центр уҫӑлнă

На базе Чувашского республиканского института образования открылся Центр по профилактике детского дорожно-транспортного травматизма в Чувашии

Ака уйăхĕн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи Вӗренӳ институтĕнче пулнă, унӑн ҫумӗнче ачасен ҫул ҫинчи травматизмне асӑрхаттарас енӗпе ĕҫлекен Центра уҫнӑ ҫĕре хутшăннă.

Ятарлă центра ачасемпе пулакан ҫул ҫинчи инкексен шутне чакарас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йышӑннӑ программăна тĕпе хурса хута янă. Кунта пĕтĕмпех хальхи пурнăҫа тӳр килекен хатĕрсене вырнҫтарнă, вĕсен тĕсĕсем 70-рен те иртнĕ. Теори пĕлĕвне ҫирĕплетсе хăварма ятарлă тетрадьсем те хатĕрленĕ.

Ҫак проектӑн уйрӑмлӑхӗ "Хӑрушсӑрлӑх лабораторийӗ" мобильлĕ автотӳрем пуррипе палăрса тăрать. Микроавтобус та пур, ăна пĕтĕмпех ятарлă хатĕрсемпе тивĕҫтернĕ. Ăна илсе ҫӳретме те туллин условисене хатĕрлесе ҫитернĕ. 

Велосипедсене практика ӗҫӗсем валли уйӑрнӑ. Пӳлӗмсенче те, уҫӑ сывлӑшра та оборудованисемпе усӑ курма пулать.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев центрпа тĕплĕн паллашнă хыҫҫăн, ҫапларах каланă: «Ҫак Центр ачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисене вӗрентес ӗҫ пахалӑхне ӳстерме май парать», - тенĕ.  "Теори пӗлӗвӗсем, кӑтартуллӑ материалсем,  ҫул-йĕр правилисене лайӑхрах астуса юлма витĕм кӳреҫҫĕ. Лаборатори тӗрлӗ ҫулти ачасене конкретлӑ лару-тӑрӑва вӗрентме тата пӗлӗве ҫирӗплетме пулӑшать», - палӑртнă регион Ертӳҫи. «Чӑваш Ен ҫакӑн пек куҫса ҫӳрекен лаборатори илни ачасене вӗсем пурӑнакан вырӑнтанах вӗрентме май парать",  - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

"Хӑрушсӑрлӑх лабораторийӗ" автоплощадкӑна чи малтан ҫĕртме уйӑхӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне  илсе кайма палӑртнӑ. Ҫĕнĕлĕхсемпе "Шурӑ чулсем" лагерьти профиль сменине хутшӑнакан ачасем вӗренме пултараҫҫӗ.

Фоторепортаж



27 апреля 2021
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter