Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшăвĕн ӗҫченӗсен кунне халалланӑ мероприятие хутшӑннă

Глава Чувашии поздравил работников скорой помощи с профессиональным праздником   

Ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Васкавлӑ медицина пулӑшăвĕн ӗҫченӗсен кунне халалланӑ мероприятие хутшӑннă. Мероприяти регионти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗнче иртнӗ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗр, пандеми алхаснă ҫул, Васкавлӑ медицина пулӑшăвĕн ӗҫченӗсен кунне официаллӑ йӗркепе палӑртма тата ӑна ака уйăхĕн 28-мӗшӗнче паллӑ тума сӗннӗ.

Регион Ертӳҫи  медицина ӗҫченĕсене професси уявӗпе саламланă, пархатарлӑ ӗҫшӗн чун-чӗререн тав тунă, врачсемпе фельдшерсен, медицина сестрисемпе санитаркӑсен тата водительсен ĕҫне тивĕҫлипех пысăка хурса хакланă.

"Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче тăрăшакансем кăшăл вирус чирĕ сарӑлнӑ тапхăрта уйрӑмах пысӑк йывăрлăх тӳсеҫҫĕ, ĕҫлемелли чылай. Эсир усал чирпе хирĕҫ кĕрешсе пин-пин ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑвартӑр.  Эсир - пысăк профессионалсем, тăрăшуллă та чăтăмлă ҫынсем. Сирĕн аллăрта - ҫын пурнăҫĕ», - палӑртнă Олег Николаев. «Эсир яланах - малтисем. Коронавирус пандемийĕпе те май килнĕ таран туллин кĕрешетĕр, хăрушă лару-тăрура ҫынсене ҫăлса хăваратăр", - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Халӗ васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗнче 2200 ытла ҫын тăрăшать:  врачсем, вӑтам тата кӗҫӗн медицина персоналӗ, водительсем.

"Сирӗн ӗҫе ытти регионсенчи ĕҫтешĕрсем те пысăка хурса хаклаҫҫĕ, ахальтен мар  вӗсем пирĕн паха ĕҫ опычĕпе яланах паллашма хавас.   Пысăк технологиллӗ медицина витĕмлĕхĕ те куҫ кĕретех, ҫавна пула пирӗн Чӑваш Ене вӗренме килме кăмăл тăваҫҫĕ", - палӑртнă Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  тухтӑрсемпе фельдшерсене, васкавлă пулăшу ĕҫченĕсене ҫирĕп сывлăх, телей, тăнăҫлăх тата ырлăх суннă, патшалӑх наградисем парса чысланă.

Фоторепортаж



28 апреля 2021
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter