Пушарсене сӳнтерме, йывӑр лару-тӑрура ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма, тӗрлӗ пурлӑхпа ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварма кĕрешекен паттӑр ҫынсен ĕҫне пысăка хурса хакланă республика Пуҫлăхĕ

В Чебоксарах состоялся праздничный развод караулов пожарно-спасательного гарнизона

Раҫҫейри Пушар хуралĕн ĕҫченĕсен кунĕ умĕн, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар хулин пушарпа ҫӑлав гарнизонӗнчи караулсен уяв разводне хутшăннă. Раççейри Пушар хуралĕн ĕҫченĕсен кунӗ тата Ҫӑлавҫӑсен кунĕ умĕн ҫакăн йышши мероприяти йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ тесен те йăнăш мар.

Пушарпа ҫăлав подразделенийĕсен харпăр хăй тытăмне тата республикăри аварипе ҫăлав службинче тăрăшакансене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пушар хуралĕн служби кулленех ҫĕнелсе пынине, техника тытăмĕ хăватланса пынине асăннă. 

«372 ҫул каялла йĕркеленсе кайнă служба паян пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлет. Хăрушă пушарсем сахал мар пулнă. Вĕсем пĕтĕмпех историне кĕрсе юлнă тесен те йăнăш мар пулĕ. Пушарӑн хаяр та кӑра вӑйӗпе кӗрешме, йывӑр лару-тӑрура ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма, тӗрлӗ пурлӑхпа ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварма паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем кӑна пултараҫҫӗ», - тенĕ Олег Николаев. «Вут-кăвар тыткӑнне лекнисем патне эсир  чи малтан ҫитетĕр.  Эсир – хӑрушӑ самантра пулӑшма яланах хатӗр чӑн-чӑн профессионалсем. Вут-кăварпа асăрхануллă пулманни – йывăр лару-тăрăва кĕртсе ӳкерет.  Ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлать, пурлăх та ҫунса кĕлленет.  Апла пулсан,  тимлĕхе никамăн та ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулмалла,  йĕркесене ҫирĕп пăхăнса пурăнмалла. Регионти пушартан сыхланмалли лару тӑру ҫирӗплӗхӗ чӑн малтанах эсир кӑткӑс та синкерлӗ лару-тӑрура хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлнинчен, халӑх хушшинче вут-ҫулӑмран асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынинчен килет» , - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Регион Ертӳҫи уява пухăннисене профессие чунтан парӑннӑшӑн ырланă, ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине тата ҫитӗнӳсем суннă.

 

Фоторепортаж



28 апреля 2021
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter