Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» килсе çитнĕ

«Поезд Победы» прибыл в Чувашию

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулине – Шупашкара «Çĕнтерӳ пуйăсĕ» килсе çитнĕ. Музейри экспонатсем вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçпа паллаштараççĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Ҫĕнтерӳ пуйăсĕ» куравпа паллашнă. «Чуна пырса тивекен курав. Скульптурăсенче çав вăхăтри çынсене сăнланă, вĕсен пăшăрханăвĕпе шухăш-кăмăлне те пĕлме пулать. Ӑна ҫĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрленĕ. Курав çитĕнекен ăрăва вăрçă чăнлăхне туйма пулăшать», - тенĕ регион Ертӳçи.

Курав ĕҫ-хӗлне питӗ лайӑх йӗркеленĕ. Çын кĕлеткисене Питĕрти художниксем ăсталанă, аудиооборудованипе телекурав презентацийĕсене «Хĕрлĕ тăваткал» телекомпани хатĕрленĕ. Куракансене экскурсоводсăр пуçне, аудиогид ертсе пырать. Вĕсем пĕр вăхăтрах экспозицисене кураҫҫӗ тата вăрçă саманчĕсем çинчен каласа кăтартнине итлеҫҫĕ.

Олег Николаев проект ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халланă пуҫаруллă ĕҫ  пурин чунне те тыткăнланине асăннă.  Ҫĕршыв Президенчĕ историллĕ пулăма ĕмĕр асра тытса, ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсех тăмаллине час-часах калать. Ҫакăн пек ĕҫĕн витĕмлĕхĕ пушшех те лайă пулса тухнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Экспозиципе пĕлтĕр юпа уйăхĕнчен пуҫласа тĕрлĕ регионсенче халăха паллаштарма пуҫланă.  Проект координаторĕ каланă тăрăх, пуйăс чылай хулара пулнă, вун-вун çын музейре пулса курнă. Паян  вӑл Шупашкарта чарăннă, музей ĕҫне кăмăллакансене пурне те  унпа паллашма йыхравлаҫҫĕ.  

 

Фоторепортаж



28 апреля 2021
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter