Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем работника скорой медицинской помощиХисеплĕ туссем!

Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе йышăнса илсемĕр ăшă салам.

Ҫын пурнăҫпа вилĕм хушшинче тăнă чухне шăпах эсир пулăшма васкатăр. Чăваш Республикинче пурăнакансене питĕ кирлĕ пулăшу панă май ҫанталăк условийĕсене те, ытти йывăрлăха та пăхса тăмастăр. Эсир - пысăк профессиналсем, ҫав тери тăрăшуллă та чăтăмлă ҫынсем. Сирĕн алăра - этем пурнăҫĕ.

Эсир яланах - чи малта. Коронавирус пандемийĕпе те май килнĕ таран туллин кĕрешетĕр, хăрушă лару-тăрура ҫынсене ҫăлса хăваратăр.

Ветерансене, васкавлă медицина пулăшăвĕн тытăмĕнче вун-вун ҫул ĕҫленĕ ентешĕмсене, уйрăм тав сăмахĕ калатăп. Пĕрисем тивĕҫлĕ канура ĕнтĕ, теприсем хăйсен ăсталăхне, опытне ҫамрăк специалистсене параҫҫĕ.

Васкавлă пулăшу ĕҫченĕсене ҫирĕп сывлăх, телей, тăнăҫлăх тата ырлăх сунатăп. Хăвăра упрасамăр.


Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                     Олег Николаев



28 апреля 2021
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter