Тăлăхсене хăйсен укçипе усă курма май парĕç

Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Павел Данилов паллаштарнă саккун прекчĕ çивĕч ыйтăва — тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине — пырса тивет. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларура калаçрĕç.

Тăваткал метрсене пурăнмалли лаптăк туянмалли социаллă тӳлевпе улăштармалли йĕркене вăя кĕртесшĕн. Унăн виçине тăлăхсене тивĕçтермелли лаптăк /33 тăваткал метр/ хакне кура палăртĕç. «Тăваткалăн» РФ Стройминĕ Чăваш Ен валли палăртнă паянхи хакĕ — 39486 тенкĕ. Çапла вара хайхи саплаштару виçи 1,3 миллион ытла тенкĕ пулĕ.

Министр унчченхи йĕрке, хваттер е çурт кăна туянса парассине тĕпе хунăскер, пурăнмалли лаптăк туяннă чухне тăлăхсене хăйсен укçипе усă курма май паманнине палăртрĕ, çĕнĕ йĕрке çак чăрмава сирет. Паллах, условисем пулĕç. Социаллă тӳлеве илекен тăлăхсем 23 çултан кĕçĕнрех пулмалла мар, уйăракан укçапа авари пулма пултаракан çурт-йĕр илме, хваттере çывăх тăвансенчен туянма юрамасть тата ытти те.

«Ку — эпир нумай сӳтсе явнă ыйту, — терĕ темăна пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ. — Тăлăхсене çакнашкл право пани вырăнлă. Хальччен усă курнă йĕрке вĕсене хваттерлĕ пулмашкăн патшалăх енчен кӳрекен пулăшăвăн ытти майĕпе усă курма чăрмантарнă. Тăлăхсенчен нумайăшĕ çемьеллĕ ĕнтĕ — вĕсем çемьесене тивĕçтерекен çăмллăхсемпе усă курайман. Тепĕр енчен, рынокра 33 тăваткал метрлă хваттерсем сахалли те нумай чăрмав кӳнĕ, халь вĕсене сирме май пулĕ».

Муниципалитетсене капиталлă строительство объекчĕсен проект документацине хатĕрлемешкĕн республика бюджетĕнчен укçа уйăрса пулăшассине районсемпе хуласен майлă таса пачĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республика бюджетĕнче 2021 çул валли çак тĕллевпе 114 миллион тенке яхăн пăхса хăварнă — муниципалитетсем укçана вăхăтра илĕç.

www.hypar.ru



28 апреля 2021
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter