Ыркăмăллăхçăсем валли – шкул

Ака уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче сывлăха çирĕплетекен «Хĕвел» ача-пăча лагерĕнче виçĕ кун Медик-волонтер шкулĕ ĕçлерĕ.

Ку мероприятие И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн тата Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем валли йĕркеленĕ. Пурĕ 80 çын хутшăннă. Медик-волонтер шкулне йĕркелекенĕ — Пĕтĕм Раççейри «Медик-волонтерсем» сывлăх сыхлав сферинчи общество ыркăмăллăх юхăмĕн регионти уйрăмĕ. Çак ĕçе медицинăри ыркăмăллăх ĕç-хĕлĕпе кăсăкланассине, ку енĕпе проектсем хатĕрлессине, сывлăх сыхлавĕнчи волонтер юхăмĕн лидерĕсене вĕрентессине вăйлатмашкăн пуçарнă.

www.hypar.ru



28 апреля 2021
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter