Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтермелле
Тăлăх ачасене çурт-йĕрлĕ пулма патшалăх пулăшать. Хыснаран укçа-тенкĕ уйăраççĕ пулин те, кашни çамрăк палăртнă вăхăтра илеймест хваттер уççине. Ашшĕ-амăшĕсĕр ӳсекенсен хăш чухне хăйсене тивĕçекен кĕтесе темиçе çул та кĕтме тивет. Çак йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре паян Правительство ларăвĕнче тишкерчĕç.