Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Чӑваш ялавӗпе гербӗ тата гимнӗ халӑхӑмӑрӑн хӑйне евӗрлӗхне шанчӑклӑн сыхласа упраҫҫӗ. Вӗсем ӑрусен тачӑ ҫыхӑнӑвне сӑнарлаҫҫӗ, патриотла хастарлӑха хӑват кӳреҫҫӗ, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ентешӗмӗрсене пӗрлештереҫҫӗ.

Республикӑн хисеплӗ ҫыннисем, пурсӑра та мӗнпур ырӑ пуҫарура ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! Ҫак уяв сире Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑр!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                            Олег Николаев



29 апреля 2021
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter