Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

В Чувашии 1 мая пройдёт онлайн, а Пасха - с соблюдением противоэпидемических требований

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ларăва пухăннисем ку хутĕнче ҫывхарса килекен пысăк уявсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене йĕркеленĕ чухне хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнмаллине, профилактика ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрмаллине каланă. 

Ҫуркуннепе ĕҫ  уявне  Чăваш Енре дистанци мелĕпе ирттерĕҫ, ытти ҫулсенчи пек демонстраци пулмĕ. Чир-чĕр сарӑласран пурин те асăрханмалла, кун пирки манма юрамасть.   Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тӗп хулари Ҫĕнтерӳ паркĕнче чĕрĕ чечексем хурассипе ҫыхӑннӑ мероприятие те хăрушсăрлăх мерисемпе профилактика йӗркине пăхăнса туса ирттерӗҫ. Чăваш Республикин тĕп хулинче парад пуласси паллă, анчах та унта ветерансем хутшӑнмӗҫ.  Парада Наци телекуравĕпе тӳрĕ эфирта курма тивӗҫлӗ условисем йĕркелĕҫ. Аса илтеретпĕр, вăл 12:00 сехетре пуҫланать. Унчченхи ҫулсенче курма хӑнӑхнӑ фейерверксемпе ытти мероприятисене плана кĕрт-мен. Ветерансене саламлассипе тата палăксем умне чечексем хурассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнса йĕркелемеллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă ларăва пухăннисем. Роспотребнадзор ыйтнине тĕпе хумалла, йĕркене пăсма никамăн та ирĕк ҫук.  Кун пирки ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Уявсене миҫе ҫын хутшăнассине халех палăртса хумалла, аслă ҫултисемпе асăрхануллă пулмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Мăнкун уявĕ пирки те ҫавнах каламалла. Унта та профилактика ыйтăвĕсем ҫине тимлĕх уйăрмалла, чир-чĕртен асăрханмалла. Чиркӳре уйрăмах йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла.  Ку тĕлĕшпе волонтерсене явăҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  «Специалистсем хушнисене пĕтĕмпех пурнăҫласан кӑна хӑрушсӑрлӑха туллин тивӗҫтерме пултарӑпӑр», - тесе хушса каланă вăл.

Паян ларура COVID-19 чирĕнчен тăвакан прививка пирки те чарăнса тăнă. «65 ҫултан иртнисем патне киле тухса ҫӳресен, вырăнтах прививка  тусан аван пулнӑ пулĕччĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин  сывлăх сыхлавĕн министрĕ.  «Ĕҫлев министерствин медицина учрежденийĕсене ватă ҫынсен списокӗсемпе тивӗҫтерсен лайăх пулмалла.  Тухса ҫӳрекен мобильлĕ ушкăнсем вӗсем патне хӑвӑртрах ҫитсе прививка тума пултарĕҫ.  Ҫывхарса килекен кану кунĕсенче ҫынсене вакцинаци ӗҫне хастарлӑн хутшӑнма йыхравлатӑп », - тенĕ сăмаха ҫавăрса регионти Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳҫи. 

Палăртнă ведомство пĕлтернĕ тăрăх, региона паянхи куна 86154 вакцина дози килнĕ, пĕтĕмпе 44980 ҫын тулли прививка тунă. 

 

Фоторепортаж



29 апреля 2021
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter