Чăваш Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне халалланă мероприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

Олег Николаев посетил выставку, посвященную чувашской национальной геральдике

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче «Чӑваш Енӗн геральдика паллисем: истори тата хальхи вӑхӑт» ятлă курав уҫăлнă. Паллă пулăма Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунне халалланă.  Курава питĕ кăсăклă йĕркелнĕ, Наци вулавăшĕ тĕрлĕ материалсем пухнă, архив ĕҫченĕсем те  историллĕ ĕҫ хучĕсене хатӗрлесе тăратнă.

Чаплă экспозиципе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллашнă.

 «Патшалăх символĕсем – пирĕн тĕп паллăсем. Чӑваш ялавӗпе гербӗ тата гимнӗ халӑхӑмӑрӑн хӑйне евӗрлӗхне шанчӑклӑн сыхласа упраҫҫӗ. Вӗсем ӑрусен тачӑ ҫыхӑнӑвне сӑнарлаҫҫӗ, патриотла хастарлӑха хӑват кӳреҫҫӗ, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ентешӗмӗрсене пӗрлештереҫҫӗ», - тесе каланă мероприятине уҫнă ҫĕрте Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Вадим Шипунов ӳнерҫĕне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа туса хатӗрленӗ медале парса чысланă.  Кунсăр пуҫне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял поселенийĕсен ертӳлĕхĕсене ялавпа герб йышăнни пирки ҫирĕплетекен свидетельство панă. Символикăсене Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх геральдикин регистрне кĕртнĕ, официаллă майпа регистрациленĕ. 

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне 2004 ҫултан пуҫласа уявлама йышăннă.  Уява ака уйăхĕн 29-мĕшне ăнсăртран палăртмаҫҫĕ, шăпах 29 ҫул каялла Чăваш Республикин Аслă Канашĕн депутачĕсем 1992 ҫулта Патшалăх гимнĕ, гербĕ тата ялавĕ пирки калакан йышăнăва ҫирĕплетнĕ.  Патшалăх ялавĕпе тата гербне сăнарласа калăплаканĕ Чăваш   Республикин халăх ӳнерҫи Элли Юрьев. Чăваш Республикин гимнĕ «Тăван çĕршыв» юрӑ шутланать, унăн кĕввине паллă композитор Герман Лебедев, сăмахĕсене Илья Тукташ ҫырнă.

 

Фоторепортаж



29 апреля 2021
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter