Олег Николаев республика конкурсӗнче мала тухнă педагог-ҫӗнтерӳҫĕсене саламланă

Олег Николаев поздравил победителей республиканского конкурса педагогического мастерства

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Енре педагог ăсталăхĕн «Çулталăк вĕрентекенĕ  2021» конкурса пĕтĕмлетнĕ.  Олег Николаев педагогсен ӑсталӑх конкурсĕн ҫӗнтерӳҫисене чыслама хутшӑннă.

Мероприятине И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче ирттернĕ. 

Регион Ертӳҫи педагогсене ырми-канми тăрăшса ĕҫленĕшĕн тав тунă.

"Чӑваш Енре пӗтӗмӗшле  вĕренӳ тытӑмĕнче 17 пин педагог ӗҫлет. Эсир ачасемпе хутшӑнса ӗҫлени,  вĕсене тарăн пĕлӳ пама тӑрӑшни – пуласлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ",  палӑртнă вӑл.

Олег Николаев вӗренӳ тытӑмне аталантармалли ыйтусене ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин уйрӑммӑн тӗрӗслесе тӑнине палӑртнӑ.

«Республикăра вӗренӳ сферине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Ҫитӗнекен ӑрӑва тарӑн пӗлӳ илме, тӗрӗс воспитани пама, хӑйсен пуҫарăвĕсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшас енӗпе пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ ача сачӗсемпе хальхи шкулсем хута каяҫҫĕ,  пурлăх никӗсӗ, инфратытӑм ҫӗнелет. Ачасен пултарулӑхне мĕн пĕчĕкрен тупса палӑртас тесе вӗренӳ ӗҫне  аслă пĕлӳ паракан учрежденисемпе, наукăпа практика мелӗпе ҫыхăнтарма тӑрӑшаҫҫĕ.  Паха пĕлӳпе тивĕҫтерни – пуласлăхра ырӑ витĕм кӳресси куҫкĕретех»,  тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн  ҫумĕ  вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева наставниксене, педагогсене ҫамрӑксене ăс парса пынăшăн тав тунă. "Халӗ ачасен ӑс-хакӑл тӗнчине лайӑхлатма, ҫамрӑк педагогсене пулăшма май паракан питӗ кăсăклă вӑхӑт пуҫланчĕ. Пуласлӑха шанакан тата ачсемшӗн чунтан тӑрӑшса ӗҫлеме  хатӗр ҫамрӑксене хавхалантармалла, кирлĕ пек условисем йĕркелемелле, май килнĕ таран пулăшмалла»,  тенĕ вĕрентӳ министрĕ. 

"Чӑваш Ен ҫулталӑк учителӗ - 2021" хисеплĕ ята  Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мĕш №-лĕ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Василиса Егорова, "Чӑваш Ен ҫулталӑк воспитателӗ  2021" хисеплĕ ята  Ҫӗмӗрле хулинчи   16 №-лĕ "Пилеш" ача сачӗнче ӗҫлекен Екатерина Чимрова логопед тивĕҫнĕ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ытти номинацисенче те палӑртнӑ.

 

Фоторепортаж



29 апреля 2021
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter