Чӑваш Республикин территорийӗнче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма аталантармалли концепцие сӳтсе явнă

В Доме правительства обсудили концепцию развития системы водоснабжения и водоотведения на территории Чувашской РеспубликиАка уйăхĕн 30-мӗшӗнче Олег Николаев ятарлă ведомство ертӳҫисемпе канашлу ирттернĕ. Унта пухăннисем Чӑваш Республикин территорийӗнче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма аталантармалли ҫинчен калакан ыйтăва тарăн тишкернĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтăва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов  уҫăмлатнă.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен территорийӗнче халӑхӑн 79,8% кӑна паха шывпа усă курать. Ҫав хушӑрах хула халӑхӗ - 94,7%, ялсенче пурăнакансенчен 51,3 %. Республикӑри 300 муниципалитет пӗрлӗхӗнчен, 63 поселенире шыв тивӗҫтермелли централизациленӗ тытӑмсем ҫук. Ҫавӑн пек муниципалитет пӗрлӗхӗсем Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал ен, Хӗрлӗ Чутай районӗсен территорийӗнче ытларах вырнаҫнӑ.

Концепцин тӗп тӗллевӗ -  таса шывпа тивĕҫтересси, пурăнакан халăхăн сывлăхне лайăхлатма витĕм кӳресси, регионăн экологи лару-тăрăвне ырă енне куҫарма пулăшасси тата ытти те.  Концепци тӗллевӗсене пурнӑҫлама аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрне палӑртнӑ,  ял тăрăхĕсенче шывпа тивӗҫтермелли тытӑма ҫӗнетесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Аталану ҫул-йӗрне мероприятисен планӗнче тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗтӗм республикӑшӑн шывпа тивӗҫтермелли тарифсене шутласа тухмаллине палӑртнă, пурин валли те пĕрпек йышăнсан аван тенĕ.

"Регионта пӗрлехи оператор пулсан, анчах тӗрлӗ тарифсем йышăнсан, республикӑра пурӑнакан ҫынсем тăтăшах ыйту пама пултараҫҫĕ», - тенĕ вăл. «Кирек-хăш муниципалитетшăн та пĕр пек тарифсем пулсан лайăх. Халăха тĕрĕс ăнлантарса пама та пĕлмелле», - тесе хушса каланă Пуҫлăх.   Тарăн тишкермеллине те асăннă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем. "Тĕплĕ пĕтĕмлетӳ тумалла. Йышăну туни Чӑваш Республикин халӑхне шывпа тивӗҫтермелли пӗтӗм комплексне тухӑҫлӑ ӗҫлеме витĕм кӳтĕр», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Ертӳҫĕ.



30 апреля 2021
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter