Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Пушарӑн хаяр та кӑра вӑйӗпе кӗрешме, йывӑр лару-тӑрура ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма, тӗрлӗ пурлӑхпа ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварма паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем кӑна пултараҫҫӗ. Эсир – хӑрушӑ самантра пулӑшма яланах хатӗр чӑн-чӑн профессионалсем.

Регионти пушартан сыхланмалли лару тӑру ҫирӗплӗхӗ чӑн малтанах эсир кӑткӑс та синкерлӗ лару-тӑрура хӑвӑрт та тухӑҫлӑ ӗҫ-леме пӗлнинчен, халӑх хушшинче вут-ҫулӑмран асӑрхаттарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынинчен килет.

Паттӑр та хастар пулнӑшӑн, профессие чунтан парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тунине йышӑнсамӑр. Сире ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                        Олег Николаев



30 апреля 2021
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter