Олег Николаев "Ҫӗнтерӳ диктанчĕ" акцие хутшӑннă

Олег Николаев  принял участие в акции «Диктант Победы»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа Раççейре «Çĕнтерӳ диктанчĕ» иртнĕ.  Чăваш Ен те çак пуçарăва хутшăннă. Историллĕ акцине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче йĕркелесе ирттернĕ, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. 

Мероприяти ĕҫне пуҫличчен, чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев аудиторине пухăннисене саламланă, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсем пирки ҫитĕнекен ăрăва пĕлтерсех тăмаллине каланă. 

«Диктанта ҫырни пĕлĕве кăна хаклама май памасть, историне аса илме, тарăнрах тĕпчеме те витĕм кӳрет. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин саманчĕсене ĕмĕр асра тытма вĕрентет», - тенĕ вăл. «Пирĕн хамăрăн асаттесемпе асаннесен паттăрлăхĕ пирки манма юрамасть, астӑвӑма ăруран ăрăва куҫарса пымалла», - тенĕ  вăл сăмаха ҫавăрса.

Вăрçă çулĕсенчи паллă пулăмсене еплерех пĕлнине аслисем те, çамрăксем те тĕрĕслеме пултарчĕҫ. 

Кăҫалхипе ҫакăн евĕр мероприяти виҫҫĕмĕш хут иртнĕ.  Паллă акцине «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти, Раҫҫейри «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем», РФ истори обществи тата Раҫҫей ҫарпа истори обществи йĕркеленĕ.

Олег Николаев пурнăҫри хăш-пĕр самантсене аса илнĕ, 2019 ҫулта ҫакăн евĕр диктанта пĕрремĕш хут Германире ҫырнине хыпарланă. Палăртса хăваратпăр, ун чухне вăл Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулнă.    

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Правительствине мероприятине йĕркелесе ирттерме, патриотла акцине халăх хушшинче анлă сарма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Пирĕн республика диктанта хутшăнакансен йышĕпе Раҫҫейре малти вунă регион шутне кĕнĕ. Кăçал республикăра диктант çырма 400 лапам уйăрнă. Çакă пĕлтĕрхинчен вунă хут нумайрах.

Асăннă мероприятине республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче хаваспах хутшăннă.   Акцин ҫĕнĕлĕхĕ «Ҫĕнтерӳ ҫырăвĕ».  Кашни ҫын  ҫавна май Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕпе тыл ĕҫченĕ ячĕпе тав ҫырăвĕ ҫырма пултарнă.  Виҫĕ кĕтеслĕ ҫырăва Ҫĕнтерӳ кунĕнче  вăрҫă ветеранĕсем патне илсе ҫитерĕҫ.  

Фоторепортаж



30 апреля 2021
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter