Чӑваш Енре Фермер шкулĕнчен вĕренсе тухнисене дипломсем парса чысланă

Первые слушатели «Школы фермера» в Чувашии получили дипломыАка уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проекчĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ.     Икĕ уйăх вĕренсе тарăн пĕлӳ пухнă хыҫҫăн,  проекта хутшăннисене дипломсем парса чысланă.

Савăнăҫлă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă. Пĕлӳ илсе вĕренсе тухнисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă, малашне те республикăшăн усăллă ĕҫсем тума чĕнсе каланă.  «Диплом малашне тата та пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳччĕр. «Фермер шкулĕ» - Раççей ял хуçалăх банкĕн вĕрентӳ проекчĕ. Ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсене хатĕрлемелли майсене пĕрлештерекен пĕрремĕш площадка шутланать вăл. Проект тĕллевĕ - ял хуçалăхĕнче бизнес йĕркелесе ăна тупăшлă тытса пыма вĕрентесси, пулăшасси. Чăваш Енре «Çĕнĕ технологипе сыр тăвасси», «Çырла туса илесси», «Теплицăри пахча çимĕç» специальноçсене алла илме пулăшĕç», - тенĕ сăмаха  малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ.

Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 27 ҫын вĕренме кăмăл тунă. Вĕрентӳ пайĕ питĕ кăсăклă пулнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыҫҫăн, кашни хăйĕн бизнес-планне хатĕрленĕ, конкурс комиссийĕн пайташĕсем умĕнче ăна тивĕҫлипе хӳтĕленĕ.  «Ытти регионсемпе танлаштарсан пирĕн тăрăхри ҫамрăксем тарăн пĕлӳ кăтартса пама пултарчĕҫ.  Тин ҫеҫ ĕҫе кӳлĕннисем тахҫантанпах ял хуҫалăх тытăмĕнче вăй хуракансемпе пĕр тан хăйсен ăсталăхне кăтартма пĕлчĕҫ.  Ҫак ĕҫе кӳлĕнни хăйех пысăк хисепе тивĕҫлĕ.   «Фермер хуçалăхĕнчи агробизнес» программăпа килĕшӳллĕн Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлĕве тарăн пухнă. Фермерсене вĕрентсе хатĕрлемелли çул-йĕре тухăçлăха тата бизнес пуçламашкăн майсем пуррине кура суйласа илнĕ. Сăмахран, халĕ пирĕн сыр, чăкăт хатĕрлесе кăларакан нумай. Вĕсем кашниех уйрăм, хăй тĕллĕн ĕçлеççĕ. Çакăн пек вĕрентнипе пĕрлехи технологи хатĕрлеме тата пĕрле вăй хурса пахалăха лайăхлатма, чи кирли, производство калăпăшне пысăклатма пултаратпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр, «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проекчĕ республикăра нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче пурнăҫа кĕме пуҫланă.  Иккĕмĕш тапхăрпа ҫак проекта хутшăнма пултараҫҫĕ, авăн уйăхĕнче вĕренӳ пуҫланĕ. 

Фоторепортаж



30 апреля 2021
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter