Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «ЧЭТА» ТМЯО пулнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă

Олег Николаев ознакомился с работой ООО «ЧЭТА»Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «ЧЭТА» ТМЯО пулнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă.  

Унпа пĕрле ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Евгений Герасимов тата «ЧЭТА»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Колбасов пулнă.  Хăнасем производствăра тĕрлĕ цехсенче таварсен пахалăх шайĕпе кăсăкланнă.  Палăртнă предприяти Раҫҫей Федерацийĕн малта пыракан компанисенчен пĕри шутланать, ҫĕршыв экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлет.   

Олег Николаев предприяти ĕҫне пысăка хурса хакланă, республика Правительстви ӳлĕмрен те ăнăҫлă проектсем ытларах пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрессине каланă.  Проектсем пулсан, экономика хăватланасси те куҫкĕретех пулĕ.

«Предприяти 20 ҫул каялла хăйĕн ĕҫне пуҫланă.  Пысăк профессионалсем хăйсене шанса панă ĕҫсене ҫӳллĕ шайра пурнăҫлаҫҫĕ.  Паянхи рынокра предприятийĕн пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Тĕнче шайĕнчи ытти компанисемпе пĕр тан хăйсен таварĕсене туянакансем патне илсе ҫитереҫҫĕ, импорта улăштарассипе курăмлă ĕҫлеҫҫĕ.  РФ газ промышленноҫ тытăмĕнче проектсене пурнăҫа кĕртеҫҫĕ», – тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче «Арктик СПГ 2» проекчĕ ҫĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине, уйрăм самантсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. «Паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн те тĕслĕхре, вĕсем тăтăшах тĕнче шайĕнче пулакан ăмăртусенче малти вырăна ҫĕнсе илеҫҫĕ, ĕҫĕсене ыттисем пысăка хурса хаклаҫҫĕ», - тенĕ ведомство ертӳҫи.  «Эпир яланах малта пыракан предприятисене витĕм кӳме тăрăшăпăр, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ инвестицисем хывма условисем йĕркелĕпĕр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса вăл.

Фоторепортаж



30 апреля 2021
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter