Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Майӑн пӗрремӗшӗ йӑлана кӗнӗ пекех тӗрлӗ ӗҫре вӑй хуракан тӗрлӗ ӑру ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл ҫут ҫанталӑк чӗрӗлӗвӗпе ӗҫ мухтавӗн, ӑшпиллӗхпе пӗршухӑшлӑх уявӗ.

Регион тивӗҫлипе мӑнаҫланакан пӗтӗм ҫитӗнӳ – кунта пурӑна-кан пин-пин ҫыннӑн витӗмлӗ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Влаҫ органӗсемпе ӗҫ коллективӗсен, бизнес-пӗрлӗхӗпе общество тата политика организацийӗсен вӑй-халне тачӑрах пӗрлештерсе кӑна эпир республикӑри пурнӑҫа тата та лайӑхрах тума пултаратпӑр.

Пурте пӗлекен «Мир! Ӗҫ! Май!» йыхрав пире унчченхи пекех ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑр. Пурсӑра та ҫурхи савӑк кӑмӑл-туйӑм тата ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 Олег Николаев



01 мая 2021
07:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter