Чăваш Енре ҫу уйăхĕнчи уяв мероприятийĕсене пĕтĕмлетнĕ

В Чувашии подвели итоги майских праздничных мероприятийПаян, ҫу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем  Ҫуркуннепе еҫ уявĕ, Мăнкун тата Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 76 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене  сӳтсе явнă.  

«Ҫав тери пысăк мероприятисем туса ирттертĕмĕр. Пурне те хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернĕ. Кăшăл вирус амакĕнчен те сыхă тăнă», - тенĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова кăҫал Ҫуркуннепе ĕҫ уявне онлайн-форматпа йĕркелесе ирттернине асăннă.  Мăнкун регионта тивĕҫлĕ шайра иртнĕ. «Хăрушсăрлăх службипе право хуралĕнче тăрăшакансем тимлĕхе ҫухатман, йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулман тесен те йăнăш мар. Чăваш Енри мĕнпур чиркӳсенче кĕлĕ вуланă, халăх аванах пухăннă, 15 пин ҫын патнелле ҫитнĕ, профилактика мерисене пăхăннă», - тенĕ ведомство пуҫлăхĕ.

Ҫĕнтерӳ кунне те республикăра курăмлă йĕркелесе ирттернĕ. Культура тытăмĕнче вăй хуракансем пурĕ 2 пине яхăн мероприяти йĕркеленĕ, вĕсенче 500 пин ытла ҫын хутшăннă.  Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 76  ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савӑнӑçлӑ митинга Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  хутшăннă.  Паллă пулăма Шупашкар  хулин Республика лапамĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Парада Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ, йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, кадетсемпе çамрăк армеецсем хутшăннă. Çар техники çула тухнă, хăйсен хăватлăхĕпе халăха  тĕлĕнтернĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче усал чир-чĕр пирки  чарăнса тăнă, уявсем вăхăтĕнче пурĕ 1027 ҫынна тест тунине хыпарланă. Чирлисене икĕ ҫынна тупса палăртнă. Вĕсене тивĕҫлĕ медицина пулăшăвне панине асăннă ведомство ертӳҫи.

Паян канашлура тепĕр ырă хыпар пирки чарăнса тăнă. Максим Попов юрăҫ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ ăмăртура гран-при ҫĕнсе илнине пĕлтернĕ.  Ăмăртăва ҫĕршыври 16 субъектран ăста юрăҫсем хутшăннă пулнă. Чăваш радио-телекуравĕн журналисчĕ Сăр рубежĕ пирки хайланă юрăпа ыттисене савăнтарнă, «Солист» номинацире мала тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăра иртнĕ мероприятисем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăмăртусене пултарулăх ушкăнĕсене кулленех хутшăнма чĕнсе каланă.

«Ҫитĕнекен яш-кĕрĕм культурăна ăша хывма вĕренессе шанатпăр.  Культура малалла пурне те ăнтăлма хавхалантарать,  Чăваш Ен чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳрет», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



11 мая 2021
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter