Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 76 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла митинга Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă

В Чебоксарах состоялся парад Победы

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 76  ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савӑнӑçлӑ митинга Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.  Паллă пулăма Шупашкар  хулин Республика лапамĕнче йĕркелесе ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ митинга пухăннă мĕнпур халăха чун-чĕререн ăшшăн саламланă. «Ҫак уяв пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн те, пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗшӗн те чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи чи хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ку уяв - пĕрлĕхлĕ, савăнăçлă. Паллах, 1418 куна тăсăлнă вăрçа нихăçан та манмастпăр. Вут-çулăм хирĕнче çеç мар, тылра та хастар ĕçленĕ халăх. Çавăн пекех Сăрпа Хусан тăрăхĕсенче окоп чавнă. Кăçалхи çулталăка шăпах вĕсене халалларăмăр.  Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен яланах чун-чĕререн тав туса калаҫатпӑр. Тӑван ҫӗршыва фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ тата ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ улӑп чӗреллӗ ҫынсемпе мӑнаҫланас туйӑм пирӗн чун-чӗремӗрте ӗмӗрлӗхех сыхланса упранӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне те эпир нихӑҫан та манмӑпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен чӑтӑмлӑхӗ тата вӗсем  хӑйсене шеллеменни паян та пирӗншӗн, пирӗн ачасемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, хамӑр вӑя шанма хӑват кӳреҫҫӗ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Чăваш Енрен 208 пин ытла ҫын вăрҫа хутшăннă, Тăван ҫĕршыва хӳтĕлесе вĕсенчен ҫурри ытла каялла таврăнайман.  Совет союзĕн Геройĕ ятне 70 ытла ҫын тивĕҫнĕ.  Апла пулсан Чăваш Ен  паттăрӗсем калама ҫук пысăк тӳпе хывнă. Пире тăнăҫлă пурнӑҫ парнелессишĕн хăйсене шеллемесĕр тăшмана хирĕҫ ҫапăҫнă. «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хисеплӗ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем тата вӑрҫӑ ачисем! Сире, ҫавӑн пекех сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене , ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха пӗтӗмлетсе.

 Уява пухăннисене çавăн пекех Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин  тата тĕп хулари 59-мĕш шкул вĕренекенӗсем саламланă.

 Малалла парада Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ, йĕрке хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем, кадетсемпе çамрăк армеецсем тăснă. Ун хыççăн çар техники çула тухнă, хăйсен хăватлăхĕпе халăха «тыткăна» илнĕ.  Çар парачĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Чăваш Енĕн шыравҫăсен отрячĕсен пайташĕсемпе пĕрле пĕр ретре утса тухнă, аллине асламăшĕн Николаева Анна Афанасьевнăн сăн ӳкерчĕкне тытса, ӑна сума сунине палăртнă. 

 

Фоторепортаж



11 мая 2021
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter