Мӑнкун фестивалӗн картти ҫине Шупашкар хули те кĕнĕ

На карте маршрутов Пасхального фестиваля появился город ЧебоксарыКун пирки Мариински театрӗн директорĕ - пултарулăх ертӳҫи Валерий Гергиев  Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнĕ Мускаври Мăнкун  фестивалӗн ХХ концерт программин пӗтӗмлетĕвĕн тапхăрĕнче пĕлтернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Валерий Гергиева Чăваш Республикине килнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, республикăра пурăнакансене чаплă кĕвĕ парнеленĕшĕн ырланă.

 Мариински театрӗн симфони оркестрӗн коллективӗ пирĕн тăрăха Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн йыхравӗпе килнӗ.

"Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пуян истори пур. Унӑн сцени  ҫинче 30 опера тата 25 балет фестивальне ирттернĕ. Кунта пархатарлӑ куракан. Сирӗн концерта эпир питӗ кӗтнĕ", - палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ.

Раҫҫей халӑх артисчӗ Валерий Гергиев Шупашкарта пӗрремӗш хут концертпа хутшӑнни ҫинчен палăртнă: "Шупашкара лекнӗшӗн хамăра телейлӗ туятпăр.  Пуҫлса  сирӗн региона килтĕмĕр. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Пӗтӗм тӗнчипе паллă пианист, музыка конкурсӗсен чи сумлӑ ҫӗнтерӳҫи Даниил Трифонов витĕмлĕхĕ те пысăк. Унӑн ашшӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, кунта унӑн асламӑшӗпе аслашшӗ пурӑнаҫҫӗ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫамрӑк музыкант куракансене паха кĕвĕ парнеленĕ.

Фоторепортаж



11 мая 2021
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter