Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Хусан гимназийӗнчи инкек пирки хурланнине пĕлтернĕ

Паян  Тутарстанӑн Президенчĕ Рустам Минниханов  патне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев телеграмма янă.

"Хусан шкулӗнче хӑрушӑ инкек пулса иртнӗ. Ҫакӑн пек усал ӗҫ ҫине хумханмасӑр пӑхма май ҫук. Вилнӗ ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тăванĕсене чун-чӗререн  хурланнине пĕлтеретпĕр. Асап тӳсекенсене хӑвӑртрах сывалма сӗнетпĕр", - палӑртнă Пуҫлăх хӑйӗн Инстаграм страницинче.

Пирĕн республикăра ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Пурпĕрех Хусанта ҫакнашкал хăрушă пулăм пулса иртнĕ хыҫҫăн тата тепĕр хут лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă вăл паян. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче уйрăмах сыхă тăмаллине асăрхаттарса каланă Ертӳҫĕ.  

"Ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри, вăл яланах малти вырăна тухса тăмалла. Кашни муниципалитет пӗрлӗхӗнчи лару-тӑрӑва тӗплӗн тишкермелле", -  тенĕ Пуҫлăх.

 



11 мая 2021
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter