Пĕчĕк компанисен энерги çухатăвĕсем пысăк

Промышленноç министрĕ Евгений Герасимов палăртнă тăрăх, 2020 çулта энергетика объекчĕсенче 65 авари пулнă. Халăха вăрахлăха электричествăсăр хăварнă тĕслĕхсем пулман, çапах пăшăрхантаракан туртăмсем пурри те куçкĕрет.

Отраслĕн Чăваш Енри тĕп нуши — сеть компанийĕсен шучĕ пысăкки. «Чăвашэнерго» аварисен шутне нуль шайнех антарма ăнтăлать-ха, анчах вак компанисем пирки апла калаймăн. Шăпах вĕсенче пăтăрмах нумай, потребительсене чылай сехетлĕхе энергисĕр хăварнă тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ — вĕсен айăпĕ. Чылайăшĕн юсав ĕçĕсене йĕркелемешкĕн тивĕçлĕ персонал та, техника та çук, диспетчер службисене те йĕркелемен.

Пĕчĕк компанисен энерги çухатăвĕсем те пысăк. Вĕсене чакарас, потребительсем электричествăпа усă курнине дистанци мелĕпе шута илессине йĕркелес тĕлĕшпе те ĕçлемеççĕ. Промышленноç министерстви лару-тăрăва йĕркелессине Чăваш Енре сакăр МУП никĕсĕ çинче республикăна пăхăнакан пĕр сеть компанине туса хурассинче курать.

Çак ыйтăва ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йĕркеленĕ планеркăра сÿтсе явнă май Олег Николаев концесси мелĕпе ĕçлекен компанисемпе кăмăлсăрланнине те пытармарĕ: «Концесси тĕллевĕ — отрасль аталанăвне инвестицисем хывасси, оборудование çĕнетесси. Хальлĕхе вара — укçа юхăмне уйрăм компанисем пайта курмалла улăштарни кăна, нимĕнле модернизаци те çук». Çавна май вăл хайхи компанисен ĕçне тĕплĕ тĕрĕслеме, кирлĕ тĕк яваплăх мерисем йышăнмашкăн материалсене право хуралĕн органĕсене пама сĕнчĕ.

www.hypar.ru

 



12 мая 2021
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter