Чăваш Енре ĕç укçин уйăхри вăтам виçи ÿснĕ

Республика Пуçлăхĕ те, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ те пулманнине кура Правительствăн юнкунхи ларăвĕ пирвайхи хут вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе иртрĕ. Паллах, çакă ăна АПК ведомствин ертӳçин тивĕçĕсенчен хăтармарĕ — ял хуçалăхне пырса тивекен ыйтусемпе хăйĕнех доклад тума тиврĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вара финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева сăмах илчĕ — кăçалхи пĕрремĕш кварталта республика бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки отчет турĕ. Бюджет тупăшĕ виçĕ уйăхра 18,5 миллиард тенкĕпе танлашнă — планланинчен 27% ытларах. Тăкаксем — 13,2 миллиард тенкĕ /18,2%/. Организацисен пурлăхĕнчен илнĕ налук виçи чакни сисĕнет. Çакăнта пĕлтĕр бизнеса панă çăмăллăхсене анлăлатнин витĕмĕ палăрать. Хăмăрăн тупăшсем пысăкланни савăнтарать — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 6,6% хушăннă, 9,4 миллиард тенке çитнĕ.

Ольга Владимировна республикăри ĕç укçин уйăхри вăтам виçине татăклăн пĕлтермерĕ, анчах вăл та ӳснине çирĕплетрĕ — 6,1% пысăкланнă. Бюджетăн социаллă тăкакĕсем нумай, 47% чухлех, хушăннă. Ку чи малтанах пĕлтĕрхи çулларанпа 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тӳлев пама тытăннипе сăлтавланнă. Социаллă контрактсем, унччен пулман социаллă ытти обязательство та, паллах, çак тăкаксем пысăкланассине никĕсленĕ. Отчета ырларĕç, ăна Патшалăх Канашне ярса парĕç — депутатсем те тишкерсе хак парĕç.

www.hypar.ru

 



12 мая 2021
19:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter